Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче паян Пӗтӗм чӑвашсен 2-мӗш «Асам» кинофестивалӗн пресс-конференцийӗ иртрӗ. Унта юпа уйӑхӗн 24–29-мӗшӗсенче иртекен культура мероприятийӗ пирки тӗплӗнрех каласа пачӗҫ.
Кӑҫалхи кинофестивале пурӗ 22 ӗҫ хутшӑнӗ — илемлӗ 9 фильм, 5 документалли тата 8 анимациллӗ фильм. Илемлӗ фильмсене илес пулсан куракансем «Там, где нет тебя» (режиссёрӗ Ю. Спиридонов), «Принять удар» (Е. Рябцева), «Вера и сомнение» (Е. Рябцева), «Сурӑм хӗрӗ» (В. Карсоков), «Чакӑр куҫӑм шӑпана» (А. Степанов-Пӑртта), «Никита» (М. Никитин), «В лесу» (М. Ефремов), «Асамат кӗперӗ» (Р. Андреев), «Ветки» (В. Синяев) фильмсемпе паллашма пултарӗҫ. Документаллисен шутӗнче Ю. Спиридоновӑн «Я люблю тебя, Шумерля» тата «Генерал Тихонов», А. Ефремовӑн «Вут-хӗмре иртнӗ ҫамрӑклӑх», Ю. Сергеевӑн «История великого народа», С. Сахаровӑн «Шигали» пулӗҫ. Анимациллӗ фильмсене иккӗн тӑратнӑ — 3 фильма Улатӑрти ача-пӑча ӳнер шкулӗ хатӗрленӗ, ыттисене — В. Галошев. Улатӑртисем чӑваш халапӗсем ҫинче никӗсленнӗ «Почему сосна и ель вечно зеленые», «Как река началась», «Как ловили Луну» фильсем кӑтартӗҫ. Вӗсем пурте — вырӑсла.
Чӑваш Енӗн кинематографисчӗсем тата культурӑра ӗҫлекенсем ыран Александр Дымич кинооператорпа сывпуллашӗҫ. СССР кинематографистсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ, Чӑваш АССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, РСФСР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 77-мӗш ҫула кайнӑ.
Чӑваш Енӗн Культура министерстви Александр Дымич пирки республикӑн тӗп летопиҫҫи тесе хаклать. Пурнӑҫӑн тӗп пайне вӑл оператор ӗҫне халалланӑ. Тӗрлӗ студире тӑрӑшнӑскер 1956—1962 ҫулсенче Иркутскри киностудире, Норильскри, Иркутскри, Якутскри телестудисенче оператор пулӑшуҫинче тимленӗ. 1962 ҫулта вӑл Хусанти кинохроника студийӗнче тӑрӑшма тытӑнать. Унта тимленӗ чух вӑл пуҫарнипе Хусанти кинохроника студин Шупашкарти корреспондент пунктне йӗркеленӗ. Унти ӗҫленӗ ҫулсенче Александр Дымич "На Волге широкой" киножурнал валли Чӑваш Ен ҫинчен документлӑ фильмсем нумай ӳкернӗ.
Александр Дымичпе ыран, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарти "Ритуальные услуги" (чӑв. Ритуаллӑ пулӑшу) МУПра 12 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен сывпуллашӗҫ.
Ӗнер Чӑваш Республикинчи кинематографсен пӗрлешӗвӗ ҫавра сӗтел ирттерчӗ, «Чӑваш кинематографӗн пуласлӑхӗ. Мӗн тумалла?» ятлинче чӑваш кино ӑсталӑхне мӗнле майпа малалла аталантармаллине сӳтсе яврӗ.
Пӗрлешӳ пайташӗсен шухӑшӗпе тӗп вырӑнта патшалӑх пулӑшӑвӗ пулмалла. Ку — кино ӳкерес культури аталаннӑ ытти республикӑсенче лайӑх палӑрнине каларӗҫ. Чӑваш киновне тӗрек паракан саккунсем йышӑнма сӗнчӗҫ. Тӗслӗх пек Якути, Пушкӑрт, Тутар республикисене илсе пачӗҫ — саккунсем ҫине таянса вӗсем хӑйсен кино ӑсталӑхне аталантарма сахал мар укҫа уйӑраҫҫӗ. Пушкӑрт Республикинче, сӑмахран, 40–80 миллион ҫулталӑкне параҫҫӗ, анчах вырӑнтисемшӗн ку та ҫителӗксӗр, ытла сахал тесе калаҫҫӗ. Пирӗн республикӑна илес пулсан кино ӑсталӑхне пӗтӗмпех тенӗ пекех уйрӑм хастарсем аталантараҫҫӗ. Кунта «Аксар» студине тата ыттисене илсе кӑтартма пулать.
Ҫавра сӗтелте ҫавӑн пекех ҫамрӑксене ятарлӑ вӗрентме яма сӗнчӗҫ. Кунта Якути тӗслӗхӗпе ҫирӗплетрӗҫ. Вырӑнта вӗрентме пултараканнисем пуррине те палӑртрӗҫ, анчах кино ӳкерес ӑсталӑха укҫалла ӑса хывас текеннисем сахалли чӑрмантарни ҫинчен каларӗҫ.
Нарӑсӑн 24-мӗшӗнче чӑваш кинематографисчӗсем чӑваш киноӳнерне аталантарас тесе пӗp ҫӗpe пухӑннӑранпа 2 ҫул ҫитрӗ. Ҫав тапхӑрта пуҫтарӑннӑ ыйтусене сӳтсе явма тата кинематографистсен пӗрлешӗвне йӗркеленине паллӑ тума ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Наци вулавӑшӗнче пуҫтарӑннӑ.
Пӗрлӗх пуҫлӑхӗ Ультияр Цыпленков чӑмӑртанас ӗҫpe хастар хутшӑннисене тата ҫaк ӗҫpe тӑрӑшакансене саламланӑ май пӗрлӗхре вӑй пулнине палӑртса хӑварнӑ. Правлени пайташӗсем Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» иккӗмӗш кинофестивалӗн ҫӗнӗ положенине nӑxca тухса ҫирӗплетнӗ тата йӗркелӳ комитечӗпе жюри пайташӗсене суйланӑ. Йӗркелӳ комитетне Олег Цыпленков хӑй, республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов, Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ Сергей Казаков, Чӑваш Республикин патшалӑх тата электронлӑ кино докуменчӗсен архивӗн пуҫлӑхӗ Алексей Белов, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн ректорӗ Наталья Баскакова тата Алексей Ефремов, Алексей Иванов, Николай Медведев, Юрий Сергеев, Зоя Яковлева кӗнӗ.
Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗ кӗснерни кун, раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, «Анатолий Миттов» фильм кӑтартнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Ҫак уйӑхра, раштавӑн 21-мӗшӗнче, 18 сехетре пӗрлешӳ тата тепӗр фильм кӑтартма палӑртса хунӑ. Вӑл фильм — «Аслӑ халӑхӑн историйӗ» (История Великого народа). Ӑна Чӑваш Ене кинематографистсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ Юрий Сергеев ӳкернӗ.
Ку фильм документлӑ-илемлӗскер. Вӑл Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ пуҫланса кайни, тӑван халӑхӑмӑрӑн вӑл вӑхӑтра пурнӑҫӗ ҫинчен каласа кӑтартать.
Фильм продюссерӗ — Юрий Михеев. Сценари авторӗ те Ю. Михеевах. Операторӗ — Николай Яковлев. VFX
супервайзерӗ Константин Ефремовӑн. Компьютер графики — Максим Ильинӑн. Гримерӗ — Мария Гишберг-Якушина, композиторӗ — Антон Якшибаев.
Фильма хатӗрлеме Александр Котов, Юхма Мишши, Сергей Щербаков тата ыттисем хастар хутшӑннӑ.
Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗ ӗнер, раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, «Анатолий Миттов» фильм кӑтартнӑ.
Унпа паллашас текенсем Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн кинозалне пухӑннӑ.
Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗн киноклубӗ ун пек фильмсем тӑтӑшах йӗркелет. Ӗнерхи кинокуравра кӑтартни документлӑ пулнӑ. «Анатолий Миттов» — чӑваш ӳнер культурин хӑй евӗрлӗхне анлӑ тӗпченӗ ӳнерҫӗ ҫинчен документлӑ фильм. Режиссерӗ те, сценари авторӗ те — Михаил Воробьев.
Кинокурава пухӑннисем Михаил Воробьев режиссер 1990-мӗш ҫулта ӳкернӗ «Анатолий Миттов» документлӑ фильма пӑхнӑ кӑна мар, кайран ӑна пӗрле сӳтсе явнӑ, хак панӑ, хӑйсен шухӑшне пӗлтернӗ май килӗшнипе килӗшменнине асӑннӑ.
Фильм 27 минута пынӑ.
Ӗнер, раштавӑн 24-мӗшӗнче, чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакан ушкӑнсем пӗрле пухӑнса малашнехи пӗрлехи ӗҫсем пирки калаҫрӗҫ. Пухӑва «Хавал» пӗрлӗх ертӳҫи Александр Блинов (Алпарух), вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литературин кафедрин пуҫлӑхӗ Анна Егорова, «Салам» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Владислав Николаев, «Ирӗклӗх» пӗрлӗхӗн ертӳҫи Дмитрий Степанов, Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ Алексей Ефремов (Илтимер), Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай Плотников (Аҫтахар) хутшӑнчӗҫ.
Пухура хускатнӑ тӗп ыйтусем: влаҫра чӑваш наци политикине ертсе пыракан ҫын ҫукки; вӗренӳ министерствинче чӑваш наци шкулӗсемпе ӗҫлекен ҫын ҫукки; тӳре-шарапа ҫыхӑнусене епле тытасси пирки; ӳнер ӗҫӗсене пропагандӑлас ӗҫре чӑваш чӗлхипе те усӑ курасси пирки; тӗрлӗ фильмсене чӑвашла куҫарасси пирки; ҫӗнӗлле, вуланмалли литература хайлавӗсене пичетлесси; программӑсемпе ӗҫлемелли ансат инструкцисем хатӗрлесси пирки.
Тӗлпулу вӗҫленнӗ хыҫҫӑн кунашкал кайран та пухӑнсан пӑсмасть тесе пӗтӗмлетрӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |